Малти Ишек (чӑв. Алгазино) — Чӑваш Республикин Вӑрнар районӗнчи ял. Малти Ишек ял тӑрӑхӗн административлӑ центрӗ.
Ял Чӑваш Республикин тӗп пайӗнче, республикӑн тӗп хулинчен, Шупашкартан, кӑнтӑралла 75 километрта, район центрӗнчен, Вӑрнар поселокӗнчен, 25 километрта вырнаҫнӑ. Чи ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗ 25 километрта ларать. Малти Ишек Кӗҫӗн Ҫавал тата Мӑн Ҫавал юханшывӗсен шыв уйӑракан тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Кунти вырӑн рельефӗ сӑртлӑ-туллӑ. Климачӗ вӑтам континентлӑ, хӗл сивӗ те юрлӑ, ҫулла ӑшӑ. Тӑприсем — ҫеремлӗ-кӗллӗ тата сӑрӑ вӑрман тӑприсем, тӗпрен илсен тӑм хутӑш ҫӗрсем. Ял таврашӗнче торфпа тӑм вырӑнӗсем пур.
Ял ҫинчен калакан пӗрремӗш историллӗ даннӑйсем XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗпе ҫыхӑннӑ. XVIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш чӗрӗкӗнчи архив докуменчӗсенче ӑна Ялгазина тесе асӑннӑ. Халап тӑрӑх, ялӑн вырӑсла ячӗ кунта пӗрремӗш килсе тӗпленнӗ Агась (улшӑннӑ формӑра — Алгаз) ятӗнчен пулса кайнӑ. Малтанхи чӑвашла ячӗ — Юманката Ишек, кайран Малти Ишек ят ҫирӗпленнӗ. Яла пуҫарса яракансем тесе Ишек ялӗнчен (халӗ Шупашкар районӗ) куҫса килсе юманлӑхра тӗпленнӗ ҫынсене шутлаҫҫӗ.
XVIII ӗмерте ял ҫыннисем ясак тӳлекен хресченсен категорийӗнче тӑнӑ, 1724 ҫултанпа — патшалӑх хресченӗсем. Халӑх тӗпрен илсен ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе, пыл хурчӗ тытассипе тата аяка кайса ӗҫлессипе аппаланнӑ.
Административлӑ пӑхӑну тӗлӗшӗнчен ял ҫаксен йышне кӗнӗ:
XIX ӗмӗр вӗҫӗнче ялта кӗрпе арманӗсем ӗҫленӗ. 1874 ҫулта Сӑваплӑ Гурий тӑванлӑхӗн шкулне уҫнӑ, вӑл 1874 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 1875 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен ӗҫленӗ. 1889 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пӗр класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
1930 ҫулта Малти Ишекре Токсин ячӗллӗ колхоз йӗркеленӗ. 1882 ҫулта ял Иккасси обществине кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Малти Ишек ял канашне йӗркеленӗ, ӑна 1928 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа 1954 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗччен Айкӑш ял канашӗпе пӗрлештернӗ, кайран каллех ҫӗнӗрен йӗркеленӗ. 1992 ҫултанпа Малти Ишек пӗрешкел ятлӑ ял администрацийӗн центрӗ пулса тӑнӑ.
Ҫулсем тӑршшӗпе ялти халӑх йышӗ улшӑнса пыни:
Ял ҫыннисем — чӑвашсем. 2004 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне ялта 177 кил шутланнӑ (вӗсенчен 21-шӗ пушӑ тӑнӑ), 458 ҫын пурӑннӑ.
Ялта ҫаксем ӗҫлеҫҫӗ:
Яла газ кӗртнӗ. 2004 ҫул тӗлне 137 килте (88 %) газ пулнӑ. Асфальт сарнӑ ҫулсен тӑршшӗ 1 километртан тӑрать. Почта ҫыхӑнӑвне 429219 индекслӑ уйрӑм тивӗҫтерет.
Экономикӑн никӗсӗнче ял хуҫалӑхӗн производстви тӑрать. 2010 ҫулта ял территорийӗнче «Родник» агрофирма» тулли мар яваплӑ общество ӗҫленӗ. Ҫынсем харпӑр хуҫалӑх тытаҫҫӗ, ял хуҫалӑх культурисем ӳстереҫҫӗ тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетеҫҫӗ.
Малти Ишек ялӗпе темиҫе паллӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫыхӑннӑ:
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 